Слайд 1Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Слайд 2Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ
Слайд 3Тĕллевсем:
1. Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхĕпе паллаштарасси.
2. Поэт пултарулăхне
паллă çынсем хак панипе паллашасси.
3. Поэт чĕлхин илемне, сăнарлăхне асăрхаса хайлавĕсене хак парасси.
Слайд 4Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман
халăх чунĕпе илемлĕ
Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.
Юрланă чух сассу хитре те уçă,
Каять вăрман та, хир те янраса,
Чулсем çинчи канми-тăми çăл-куçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса
Слайд 5Яков Гаврилович Ухсай
(1911-1986)
Слайд 7 Ухсай – пысăк поэт! Чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн сăвви-юрри халăх сăмахлăхĕ
майлă янăрать. Халăха пĕлмесĕр, унăн сăмахлăхне ăнланмасăр, çавăн пек çепĕç, янăравлă, сăнарлă çырма çук. Çавăнпа вăл чăваш поэчĕ çеç мар, Раççей поэчĕ пулса тăрать. А.Твардовский, М. Исаковский, А. Прокофьев, А.Малышко, Петрусь, Бровка… Çак ретре тăрать чăваш поэчĕ Яков Ухсай. (Егор Исаев )
Слайд 8
Ухсай поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăрă кÿлĕсен
çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сÿнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать. (И.И.Иванов)
Слайд 9
Поэтикăллă формăллă пысăк хайлавсенчен эпĕ чăваш поэчĕн Я.Ухсайăн «Кĕлпук мучи» сăвăлла
повеçне юлашки çулсенчи интереслĕ те чаплă пулăмсенчен пĕри тесе палăртасшăн. (А.Фадеев)
Слайд 10 Якку Ухсай – чăн-чăн халăх поэчĕ, пирĕн çĕр-шывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн
сумлă ят. Ухсай поэзийĕн хăватлă юхăмĕ унта хăйĕн тĕсĕпе, хăйĕн кĕввипе, хăйĕн шухăшлавĕпе палăрса тăрать. Эпĕ астăвасса, Александр Твардовский туслă калаçусенче унăн пултарулăхне яланах ырлатчĕ, уйрăмах поэмисене палăртатчĕ. «Тĕлĕнмелле талант!» - терĕ пĕрре ун çинчен вăл. (Мустай Карим)
Слайд 11Танлаштарусем:
Тип улăм çинĕ пек сирĕн сăввăр.
Кăвак кăвар пек сан сенкер куçу.
Кăвакарчăн
пĕсехи пек кăн-кăвак пурçăн тутăр.
Тăрна карти пек ушкăн шухăш.
Ват ăмăрт кайăк пек атте-аннемĕр.
Авмак çăра куç харшисем
Пĕкĕльмере пĕветнĕ пĕкĕ пек.
Шур Атăл хĕрринчи тирек пек шавлă
Такмаксем чĕртетĕп чĕрере.
Аслатилле кĕрлев пасар çине
Хумсем пек ыткăнать.
Слайд 12Метафорăсем
Хĕл сивви хĕр пек илемлĕ тĕрленĕ кантăка.
Вĕри тăхланлă тăвăл çирĕ –
Юна, шăмма та ир те каç. («Шурă хурăнпа калаçни»)
Шăрши пулсан, çĕр юнĕ хупă
Тăраймĕ, парĕ хăй мулне. («Кĕсле ту тăрринче шухăша кайни»)
Тÿпе маччин кăвак чаршавĕ
Тăрать хĕвеллĕ люстра пек. («Вăрман юрри»)
Слайд 13Сăпатлантарусем:
Кураттăм асамат кĕперĕ
Тăва кÿлсе утланнине.
Таçти-таçти хитре эрминккере
Кĕтеççĕ ăшă кĕрĕксем пире.
Хура пÿртре
ман пурнăç
Сывларĕ мăкăрланнă тĕтĕмпе.
Ыталанса лараççĕ ик тирек.
Пĕр юрă çеç чуна хĕртсе вут хурĕ.
Слайд 14Эпитетсем:
шапа сассиллĕ пăчă сывлăш
ыйхăллă тÿшек
шăлтăр-шăлтăр шăллă сивĕ
çавра çилсен
юппиллĕ тусан
карма çăварлă çилсем
Слайд 15Анафора
Ман мар хура çунатлă кайăк,
Ман мар хура тăманлă каç.
Хăш чух
пиçен пек эпĕ пултăм,
Хăш чух кĕтмел чечекĕ пек.
Мĕн чухлĕ тимĕр-хурçă ванчĕ,
Мĕн чухлĕ вилĕм сапаланчĕ
Кунти сăртра, кунти хирте? («Кĕсле ту çинче шухăша кайни»)
Тав тикĕтпе пурак панишĕн,
Тав сухăршăн тата тепре,
Тав ешĕл милĕк кастарнишĕн,
Пурне те, хурăнсем, сире. («Шурă хурăнпа калаçни»)
Слайд 16Эпифора
Пÿртре те тĕтĕм йÿçĕ
Мăян çăкри те йÿçĕччĕ. («Шурă хурăнпа калаçни»)
Эпинафора
Ман тантăшсем
сана амантнă,
Амантрăм эп те сан пĕвне. («Шурă хурăнпа калаçни»)
Слайд 17Эп сана вут ăшĕнчен вăраххăн
Юратса ĕненнине кура
Инкексем пулсан та, çÿçĕм манăн
Ĕлĕкхи
пекех йĕпкĕн хура.
(«Çырă куçăм, ылтăнăмçăм, чунăм»)
Хĕреслĕ рифма
Слайд 18Ака-суха туса ÿстертĕм тырă,
Унтан пĕçернĕ кăпăш çăкăра
Чĕлшер касса çырма пуçлатăп юрă
Сап-сарă
çулçă ÿкнĕ вăхăтра.
/ / / / /
_ _ _ _ _ _ _ _ _ _ _
/ / / / /
_ _ _ _ _ _ _ _ _ _
/ / / / /
_ _ _ _ _ _ _ _ _ _ _
/ / / / /
_ _ _ _ _ _ _ _ _ _ _
Слайд 19Эпитетсем: шапăр-шăпăр çумăра, йÿле пилĕк, транкки-транкки сикнипе, шĕвĕ пылчăк, йĕм те
чăп-чăпар, ачаш çиллипе, шĕвĕр пÿрнипе, вăйлăрах та чĕрĕрех çĕр те пĕлĕт те тĕнче.
Танлаштару: тиха пекех кĕçенет.
Сăпатлантару: сассем тавлашса саланаççĕ, янратаççĕ сывлăша, вăй пырса кĕрет, вăй ÿтре кĕçенет.
Гипербола: çичĕ вăй пырса кĕрет, çичĕ çамрăк вăй ÿтре.
Слайд 20
Эпинафора :
Çичĕ çамрăк вăй ÿтре
Тиха пекех кĕçенет,
Кĕçенет те уй-хире
Савăнса чупма чĕнет.
Слайд 21Кĕмĕл кайăк вĕçет Шупашкар тавралла –
Ун паян Кĕсле ту тăррине каймалла.
Сывă
пул, тăван кил, анлă Атăл,
сыв пул,
Яш çăкаллă урам, ĕмĕрех ешĕл юл.
(Ю.Сементер)
Слайд 22
Ĕçе хатĕрлекенĕ:
Чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекен Краснова И.Ф.