Слайд 2
Чăваш Республикипе, халăхĕпе, республикăн символĕсемпе. паллаштарасси.
Тĕллев
Слайд 3«Пирӗн паллӑ ентешсем» кроссвордпа ӗçлени.
Слайд 4«Чӑваш Республики» текстпа ӗçлени.
Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни.
ытла, ытларах – больше, более
çухрăм
– километр
анлă – широкий
ансăр – узкий
тăсăлать - тянется
хула йышши поселок – поселок городского типа
патшалăх чĕлхи – государственный язык
йĕркеленĕ - образовали
кĕпĕрне – губерния
ĕçе пуçăн – приступить к исполнению обязанностей
Слайд 5Чăваш Республики Раççей варринче анлă Атăл юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Слайд 6Территорийĕ пысăк мар – пĕтĕмпе те 18, 3 пин тăваткал пин
çухрăм. Кăнтăртан çурçĕрелле 190 çухрăма тăсăлать, хĕвел анăçĕнчен хĕвел тухăç еннелле – 160 çухрăм, чи ансăр вырăнта – 80 çухрăм.
Слайд 7 Вăтăм континент климачĕ, вăрман – çеçен хирлĕ вырăн.
Слайд 8Республикăра 1 миллион та 353 пин çын пурăнать, çав шутра хуласенче
– 810,2 пин (пĕтĕм халăхăн 60 проценчĕ). Кашни тăваткал çухрăма тивекен халăх йышĕпе Чăваш Республики Раççейре тăваттăмĕш вырăнта – пĕр тăваткал çухрăм çинче 78,8 çын (Раççейре – 8,7).
Слайд 9Чăваш Республикинче тăхăр хула: Шупашкар (442 пин çын), Çĕнĕ Шупашакар
(121 пин çын), Канаш (57 пин çын), Улатăр (48 пин çын), Çĕмĕрле (43 пин çын), Куславкка (13 пин çын), Сĕнтĕрвăрри, (11 пин çын), Çĕрпÿ (11 пин çын), Етĕрне (11 пин çын).
Слайд 10Унсăр пуçне хула йышши 8 поселок пур.
Слайд 11Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 21 административлă яллă район. Ял халăхĕ 1727 ялпа
поселокра пурăнать.
Слайд 12Республикăра 55 ытла наци çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсенчен тĕп халăхсем çаксем: чăвашсем
– 76,8 процент, вырăссем – 26, 7 процент, тутарсем – 2,7 процент, мордвасем – 1,4 процент.
Слайд 13Тĕп хулара Шупашкарта пурăнакан халăх ытларах чăвашсенчен (61,6 процент) тата вырăссенчен
(34,5 процент) тăрать.
Слайд 14 Патша Раççейĕ вăхăтĕнче хальхи Чăваш Республикин территорийĕ икĕ кĕпĕрнене –
Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисене кĕнĕ.
Слайд 151920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономиллĕ облаçне туса хунă. 1925
çулта пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республикине туса хунă (ЧАССР). 1992 çулта Чăваш Республикине туса хунă.
Слайд 16Чăваш Республикин Конституци, Герб, Ялав, Гимн пур. Икĕ чĕлхе – вырăс
тата чăваш чĕлхисем патшалăх чĕлхисем.
Слайд 171994 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм халăх суйланă Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ
Николай Васильевич Федоров ĕçе пуçăннă.
Слайд 182010 (икĕ пин те вуннăмĕш) çултанпа Чăваш Республикин Президенчĕ – Михаил
Васильевич Игнатьев.
Слайд 19«Вырӑс турисчӗсем» вӑйӑ.
1) Как называется ваша республика?
2) Как называется ваш город?
3)
Где расположена ваша столица?
4) Сколько городов в Республике?
5) Кто является президентом Республики?
6) Какие животные обитают в лесах Татарстана?
7) Какие известные люди родились в вашей Республике?
Слайд 20«Пӑтраштарнӑ сӑмахсем». Сӑмахсене тӗрӗс вырнаçтарса предложенисем тумалла.
1. Республики, юхан, Атăл, вырнаçнă,
Чăваш, хĕрринче, анлă, шывĕ.
2. Пысăк, унăн, мар, территорйĕ.
3. Хула, Чăваш, тăхăр, Республикинче.
4. Пур, сакăр, йышши, поселок, хула.
5. Пĕтĕмпе, яллă, Республикинче, çирĕм пĕр, административлă, Чăваш, район.
6. Хулара, чăвашсем, тĕп, пурăнаççĕ, ытларах.
7. Пурăнаççĕ, аллă пилĕк, наци, республикăра, ытла, çыннисем.
8. Çулта, йĕркеленĕ, Чăваш, 1992, Республикине.
9. Ялав, пур, Конституци, Республикин, герб, Чăваш, гимн.
10. Чĕлхисем, вырăс, патшалăх, тата, чĕлхисем, чăваш
Слайд 21Чăваш Республики вăл – пирĕн Тăван çĕр-шыв.
Тăван çĕр-шыва пирĕн юратмалла. Вăл
пуян, хитре пултăр тесе тăрăшмалла.
Пĕтĕмлетÿ
Слайд 22Усă курнă литература
1. Печников О.И., Печникова М.Н. Чувашское слово: Учебник
чувашского языка для 8 класса русской школы. – Чебоксары: Чувашское книжное изд-во, 2008.
2. http://chuvash.org.
3. http://cv.wikipedia.org.
4. http://Galleri.chuvash.org.