Презентация, доклад по чувашской литературе Туслах

Ĕç актуаллăхĕ: Кăçалхи çул Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш енре К.В.Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Аслă поэтăн хайлавĕсем тарăн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене çиелтен пăхсан – юмах, шалтан илсен – чăн пурнăçри халăх кун-çулĕ. Унăн поэзийĕ

Слайд 1

«Шуйттан чури» трагедийĕнчи таса чуна, тăванлăха нимĕнле мулпа та туянас

çуккине ăнланса илесси


Шупашкар районĕнчи Çĕньял-Покровскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул
Галина Аркадьевна Смирнова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

«Шуйттан чури» трагедийĕнчи таса чуна, тăванлăха нимĕнле мулпа та туянас çуккине ăнланса илесси Шупашкар районĕнчи Çĕньял-Покровскинчи

Слайд 2Ĕç актуаллăхĕ:
Кăçалхи çул Раççейре - Литература çулталăкĕ,

Чăваш енре К.В.Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Аслă поэтăн хайлавĕсем тарăн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене çиелтен пăхсан – юмах, шалтан илсен – чăн пурнăçри халăх кун-çулĕ. Унăн поэзийĕ паян кун та пирĕншĕн ытарайми тĕслĕх пулса тăрать. Константин Иванов хайлавĕсем чăвашсемшĕн, çамрăк ăрушăн, паян кун та таса чыспа çемçе чуна, тăванлăха нимĕнле мулпа та туянма çуккине ăнланса илме, этемĕн яланах халăха юрăхлă пулас ĕмĕтпе пурăнмаллине вĕрентеççĕ.
Ĕç актуаллăхĕ:    Кăçалхи çул Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш енре К.В.Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă.

Слайд 3Задачисем:

- К. В. Иванов хайлавĕсене тишкерсе тухса пурнăçри тĕслĕхсемпе усă

курса пĕтĕмлетÿсем тума вĕренесси;
- Этемĕн халăха юрăхлă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнланасси;
- Тăванлăха нимĕнле мулпа та туянма çуккине ăнланса илесси.
Задачисем: - К. В. Иванов хайлавĕсене тишкерсе тухса пурнăçри тĕслĕхсемпе усă курса пĕтĕмлетÿсем тума вĕренесси; - Этемĕн

Слайд 4Гипотеза – Ырăпа усал çынпа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Вĕсем

çын ăшĕнче ларакан икĕ хире-хирĕçле шухăш-туйăм. Усаллăх хăçан трагеди патне илсе çитерет? Пĕр варта выртнă тăвансем мĕншĕн пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ?

Тĕллев – трагедири тата пурнăçри тĕслĕхсемпе усă курса тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвасси.
Гипотеза – Ырăпа усал çынпа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Вĕсем çын ăшĕнче ларакан икĕ хире-хирĕçле шухăш-туйăм.

Слайд 5 Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе

мухтавĕ, çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш поэзийĕн малтанхи алмазĕ. Вăлах – пирĕн фотожурналист, художник, декоратор, вăлах – ăста педагог, фольклорист, кĕнекеçĕ, вăлах – ытарайми ал ăсти.
Виталий Станьял, филологи наукисен кандидачĕ,
ЧППУ доценчĕ

Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ,

Слайд 6 К.В.Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха

пуçараканĕ. Вăл çырма пуçличчен чăваш литературинче халăх ĕмĕчĕпе кăмăлне пур енчен те тивĕçтерекен произведенисем çуралайман-ха. Поэта пĕтĕм этемлĕхшĕн пĕлтерĕшлĕ шухăшсем канăçсăрлантарнă. К. Иванов пĕтĕм халăх кăмăлне хускатма пултаракан çĕнĕ шухăшлă илемлĕ хайлавсем çырнă. Библипе Евангели тексчĕсенчен ĕмĕрхи чăнлăха ăша илнĕ вăл.

Чăваш халăхĕн çутă çăлтăрĕ

К.В.Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ.  Вăл çырма пуçличчен чăваш

Слайд 7К.В.Иванов хайлавĕсене сюжет йĕркипе тĕпчени

К.В.Иванов хайлавĕсене сюжет йĕркипе тĕпчени

Слайд 8«Шуйттан чури» трагедие Константин Иванов 1907–мĕш çулта çырнă. Трагеди текстне «Хĕрлĕ

Урал» альманахра пичетленĕ пулнă. «Шуйттан чури» трагедире автор халăхра анлăн сарăлнă калава никĕсе хунă, ăна хăй пĕлнĕ пек улăштарнă. Ухсай Яккăвĕ аслă поэт шухăшне малалла аталантарса пилĕк пайлă трагеди çырать. Унта укçа этемĕн ăс-тăнĕпе кăмăл еккине епле пусмăрлани çинчен калать. «Шуйттан чури» трагедие 1991 çулта В. Н. Оринов режиссер Çамрăксен театрĕн сцени çине кăларать.
«Шуйттан чури» трагедие Константин Иванов 1907–мĕш çулта çырнă. Трагеди текстне «Хĕрлĕ Урал» альманахра пичетленĕ пулнă. «Шуйттан чури»

Слайд 9

1. Тăвансем пĕр-пĕрне ăнланманни (мула пайлайманни);
2. Пĕр-пĕрне вĕлерни

(пиччĕш шăллĕне вĕлерет);
3. Пĕр-пĕрне хисеплеменни (амăшĕпе арăмне итлеменни);
4. Чун тасалăхĕпе çынлăха упраманни (çынсене инкек кÿни);
5. Пухнă мулпа тăранманни.


К. Ивановăн «Шуйттан чури» трагедийĕнчи çивĕч конфликтсем:

1. Тăвансем пĕр-пĕрне ăнланманни (мула пайлайманни);2. Пĕр-пĕрне вĕлерни (пиччĕш шăллĕне вĕлерет);3. Пĕр-пĕрне хисеплеменни (амăшĕпе

Слайд 10 «Шуйттан чури» трагедири пиччĕшĕпе шăллĕне даймонд
(7

йĕркеллĕ рифмăсăр сăвă йĕрки) виçипе хаклани:
«Шуйттан чури» трагедири пиччĕшĕпе шăллĕне даймонд (7 йĕркеллĕ рифмăсăр сăвă йĕрки) виçипе хаклани:

Слайд 11Шуйттан (усал вăй) пĕтемпех ырра хирĕç тăрать, ура хурать. Усалăн чи

вăйлă палли вара – вăрçăпа вилĕм.

Хайлавсенчи Пирĕшти (ырă вăй) – çĕр çинчи пурнăçа упрама, сыхлама, малалла аталантарма пулăшакан вăй. Пирĕштин чи вăйлă палли – туслăхпа юрату.

Шуйттан (усал вăй) пĕтемпех ырра хирĕç тăрать, ура хурать. Усалăн чи вăйлă палли вара – вăрçăпа вилĕм.

Слайд 12Ырăпа усал çынпа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Вĕсем çын ăшĕнче

ларакан икĕ хире-хирĕçле шухăш-туйăм.
Ырăпа усал çынпа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Вĕсем çын ăшĕнче ларакан икĕ хире-хирĕçле шухăш-туйăм.

Слайд 13Тăванлăхăн ырă енĕ – пурнăçра хăват парать


Тăванлăхăн ырă енĕ – пурнăçра хăват парать

Слайд 14
Чăваш тата кÿршĕллĕ халăхсен тăванлăх çинчен
калакан ваттисен сăмахĕсем:

Чăваш тата кÿршĕллĕ халăхсен тăванлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем:

Слайд 15
Пĕтĕмлетÿ:
Константин Васильевич Иванов –

чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ. Хайлавĕсен тĕшшипе килĕшÿллĕн К.В.Иванова пурте пĕр кăмăллăн чăваш сăмахлăхĕн классикĕ тетпĕр. Поэтăн вилĕмсĕрлĕхĕ çакăнта та курăнать: чăваш тăванăмсем, çитет пулĕ хырăм нушипе çеç сапăрланса пурăнма. Чун, ăс-кăмăл ыйтнине тивĕçтересчĕ, гуманизм ялавне çÿлерех çĕклер! К.Иванов произведенийĕсен конфликчĕ яланах çивĕч.
Паянхи кун та вăл хускатнă проблемăсем актуаллăхне çухатман. Константин Иванов хăй те тÿрĕ кăмăллă, тĕрĕслĕхшĕн тăракан çын пулнă. Анчах çынсем пурте тĕрĕслĕхпе пурăнма тăрăшаççĕ-и-ха? Çакă çамрăк çынна питĕ пăшăрхантарнă. Пĕр-пĕрне хисеплемесен, çынлăха çухатсан этемлĕх аталанма пултараймасть. Таса чыспа тăванлăха нимĕнле мулпа та туянма май çук! Тăванлăх çирĕп пулсан пурнăçри йывăрлăхсем те хăратаймĕç. «Тăван тăварпа касăлнă», - тенĕ ваттисен сăмахĕсене асрах тытар.
Пĕтĕмлетÿ:      Константин Васильевич Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă

Слайд 16
Литература:
1. К. В. Иванов. «Çырнисен пуххи». Шупашкар, 1990;
2. Константин Иванов.

Фотоальбом. Шупашкар, 1990;
3.Ю. М. Артемьев. Чăн тÿпери çич çăлтăр. Шупашкар, 2010;
4. В. Родионов. Чăваш литератури. Шупашкар, 2008;
5.Тăван Атăл.2015, 1№, кăрлач;
6.Чăваш халăх сайчĕ.

Литература:1. К. В. Иванов. «Çырнисен пуххи». Шупашкар, 1990;2. Константин Иванов. Фотоальбом. Шупашкар, 1990;3.Ю. М. Артемьев. Чăн

Что такое shareslide.ru?

Это сайт презентаций, где можно хранить и обмениваться своими презентациями, докладами, проектами, шаблонами в формате PowerPoint с другими пользователями. Мы помогаем школьникам, студентам, учителям, преподавателям хранить и обмениваться учебными материалами.


Для правообладателей

Яндекс.Метрика

Обратная связь

Email: Нажмите что бы посмотреть