Ухсай – пысăк поэт! Чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн сăвви-юрри халăх сăмахлăхĕ майлă янăрать. Халăха пĕлмесĕр, унăн сăмахлăхне ăнланмасăр, çавăн пек çепĕç, янăравлă, сăнарлă çырма çук. Çавăнпа вăл чăваш поэчĕ çеç мар, Раççей поэчĕ пулса тăрать. А.Твардовский, М. Исаковский,А. Прокофьев, А.Малышко, Петрусь, Бровка… Çак ретре тăрать чăваш поэчĕ Яков Ухсай . (Егор Исаев)
Ухсай поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăрă кÿлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сÿнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать. (И. Иванов)
Якку Ухсай – чăн-чăн халăх поэчĕ, пирĕн çĕр-шывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн сумлă ят. Ухсай поэзийĕн хăватлă юхăмĕ унта хăйĕн тĕсĕпе, хăйĕн кĕввипе, хăйĕн шухăшлавĕпе палăрса тăрать. Эпĕ астăвасса, Александр Твардовский туслă калаçусенче унăн пултарулăхне яланах ырлатчĕ, уйрăмах поэмисене палăртатчĕ. «Тĕлĕнмелле талант!» - терĕ пĕрре ун çинчен вăл. (Мустай Карим)
Яков Гаврилович Ухсай - ячĕпе кăна мар, пĕтĕм чунĕпе чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ, тăван çĕртен сĕткен илсе, хăватлăран та хăватлăрах уссе пырать. Ухсай тăван çĕре юратать, пуринчен ытла çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем çинчен çырать. Поэт сасси-тăван çĕр сасси. Ухсайăн геройĕсем - ĕçчен çынсем, ăслă та хаваслă çынсем. (Аркадий Ĕçхĕл)
Хăйĕн «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăввинченех тăван çĕре мĕн тери юратнине Ухсай Яккăвĕ акă епле сăмахсемпе каласа парать:
Юратрăм эп, хирсем сире,
Сана та, сĕм хура вăрман!
Нихçан та шухă чĕрере
Ку юрату çухалмĕ ман.
Нихçан та эп хăватăра
Манмастăп, хамăн юррăмра
Ура тапса, пуçа ухса
Сире мухтатăп эп, Ухсай.
Çакăнтан пуçласа халăх поэчĕ çĕр темипе кăвапаран çыхнă пек тачă çыхăннă. Хăйсен тăван çĕрне, тăван çĕршывне вĕçĕмсĕр юратакан çĕр ĕçченĕсем - поэтăн сăвви-поэмисенчи тĕп сăнарсем.
Мӗншӗн Яков Гаврилович Никифоров
Ухсай псевдоним илнӗ-ши?
Вăрçă хыççăн
Это сайт презентаций, где можно хранить и обмениваться своими презентациями, докладами, проектами, шаблонами в формате PowerPoint с другими пользователями. Мы помогаем школьникам, студентам, учителям, преподавателям хранить и обмениваться учебными материалами.
Email: Нажмите что бы посмотреть