Презентация, доклад по чувашской литературе Творчество В.Эльби

Содержание

Проект ĕçĕн тĕллевĕ – шкулта В. Элпи пултарулăхне вĕрентнĕ май проект мелĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, ачасене çĕнĕ çитĕнÿсем патне илсе çитересси.Проект тĕсĕ – индивидуаллă проект.

Слайд 1Валентина Элпи
пурнăçĕпе пултарулăхне
проект мелĕпе усă курса
вĕрентесси
Галина Аркадьевна Смирнова
Шупашкар районĕнчи

Çĕньял – Покровски шкулĕ


Валентина Элпи пурнăçĕпе пултарулăхнепроект мелĕпе усă курсавĕрентессиГалина Аркадьевна Смирнова Шупашкар районĕнчи Çĕньял – Покровски шкулĕ

Слайд 2Проект ĕçĕн тĕллевĕ – шкулта В. Элпи пултарулăхне вĕрентнĕ май проект

мелĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, ачасене çĕнĕ çитĕнÿсем патне илсе çитересси.

Проект тĕсĕ – индивидуаллă проект.
Проект ĕçĕн тĕллевĕ – шкулта В. Элпи пултарулăхне вĕрентнĕ май проект мелĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, ачасене

Слайд 3Проект ĕçĕн задачисем:

палăртнă технологисене шута илсе тĕрлĕрен ĕç сĕнесси;

çыравçă

пултарулăхенчи тĕп туртăмсене палăртасси;

ачасен пĕлĕвне тарăнлатасси, пултарулăхне аталантарасси;

- пухнă пĕлĕве ĕçре тĕрĕслесе çирĕплетесси.
Проект ĕçĕн задачисем: палăртнă технологисене шута илсе тĕрлĕрен ĕç сĕнесси; çыравçă пултарулăхенчи тĕп туртăмсене палăртасси; ачасен пĕлĕвне

Слайд 4Проект ĕçне пурнăçламалли меслетсемпе мелсем:

библиотекăра шырав ĕçне йĕркелени;

вĕрентÿ кĕнекинчи

тĕрлĕ ĕçе тишкерни тата тĕпчени;

тест ирттерни;

кластер туни.
Проект ĕçне пурнăçламалли меслетсемпе мелсем: библиотекăра шырав ĕçне йĕркелени; вĕрентÿ кĕнекинчи тĕрлĕ ĕçе тишкерни тата тĕпчени; тест

Слайд 5Проект актуаллăхĕ:

творчествăлла тата хăйсен тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ,

тарăн пĕлÿ илеççĕ;

творчествăлла ĕçсем предметпа интересленме май параççĕ;

проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать;

проект ĕçне пурнăçланă май вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче туслă хутшăнусем аталанаççĕ.
Проект актуаллăхĕ: творчествăлла тата хăйсен тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ; творчествăлла ĕçсем предметпа

Слайд 6«Кашни çыннăн ĕмĕт-тĕллев пулмалла. Тĕллевсĕр çын çунатсăр кайăк пекех: унăн малашнехи

кун-çул тĕксĕм. Çыннăн кашни куна хăйĕн ĕмĕтне тултарма халалламалла: ун патне талпăнмалла. Вара пурнăç нихăçан та сÿрĕк те кичем пулмĕ».
Валентина Элпи
«Кашни çыннăн ĕмĕт-тĕллев пулмалла. Тĕллевсĕр çын çунатсăр кайăк пекех: унăн малашнехи кун-çул тĕксĕм. Çыннăн кашни куна хăйĕн

Слайд 7

Асран кайми ачалăх кунĕсем
Андреева Валентина Андреевна 1913 çулхи кăрлачăн

31-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Çĕн Пуянкасси ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ÿснĕ.
Паллах, пурнăç вăл вăхăтра çăмăл пулман. Апла пулин те Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассинче иртнĕ ачалăхне кăмăллăн аса илет Валентина Андреевна. Ашшĕ ялта ăна Энтюк тесе чĕннĕ, хисеплĕ çын пулнă. Амăшĕ те, Униççе, питĕ маттур хĕрарăм пулнă.

«Ачалăх ман питĕ лайăх иртнĕ. Атте-анне хÿттинче ÿснĕ эпир.
Хамăн ачалăха питĕ юрататăп тесен те йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен ман асаттепе асанне те пулнă. Аттесем тĕп килтен уйрăлса тухнă. Эпир чÿрече сакки çинче тăнă чух пирĕн умран иртсе пынă май асатте яланах хăлаçланкаласа, ташлакаласа савăнтаратчĕ. Хамăр та, пĕчĕкскерсем, хăпартлансах сиккелеттĕмĕр вара», - аса илет Элпи.

Асран кайми ачалăх кунĕсем  Андреева Валентина Андреевна 1913 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Çĕн Пуянкасси ялĕнче

Слайд 8



Элпи çуралнă вырăнĕ

Элпи çуралнă вырăнĕ

Слайд 9 Пиллĕкмĕш класа çитиччен икĕ çиветлĕ хĕр пĕрчи тăван ялĕнчех

ăс пухнă, 6-мĕш класа вара Кавала çÿреме пуçланă.
«Пирĕн ялта шкул çукчĕ, пурте юнашар яла çÿреттĕмĕр. Пуçламĕш шкул пĕтерсен татах тепĕр яла каймалла. Çавна пулах нумайăшĕ вĕренме пăрахрĕ. Эп. лайăх вĕреннĕ. Учительница мана ялан çунатлантаратчĕ: «Талюна, сан ăс пур, малалла вĕрен». Эпĕ пиллĕкмĕш класа аякри пасарлă ялти шкула кайса кĕтĕм».

Пĕлÿ илме – çирĕм çухрăма: вăрман витĕр, çырма урлă…

Пиллĕкмĕш класа çитиччен икĕ çиветлĕ хĕр пĕрчи тăван ялĕнчех ăс пухнă, 6-мĕш класа вара Кавала

Слайд 10Вĕреннĕ çулĕсем
1930-мĕш çулта Валентина Кавалти шкула ăнăçлă пĕтерсе Шупашкарти медицина техникумне

вĕренме кĕрет. Анчах та хĕсĕкрех, юрлă çити-çитми пурнăçа пула вĕренĕве вăхăтсăр татма лекет. Кун хыççăн Элпи çулталăка яхăн Вăрмар районĕнчи Пăртасри пульницăра вăй хурать.
Вăхăт иртсен Чăваш пединститучĕн хатĕрленÿ уйрăмĕнче пĕлÿ пухать, партин чăваш обкомĕ çумĕнчи хаçат шкулĕнче вĕренет.
Вĕреннĕ çулĕсем1930-мĕш çулта Валентина Кавалти шкула ăнăçлă пĕтерсе Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕрет. Анчах та хĕсĕкрех, юрлă

Слайд 11
Элпи ĕмĕчĕ
Каярахпа В. Элпи республикăра тухса тăракан «Канаш»

хаçат редакцийĕнче вăй хурать. Унта ĕçленĕ чухне Элпин летчик пулас ĕмĕт çуралать. Вăл пушă каçсенче, канмалли кунсенче аэроклуба чупма тытăнать. Тепĕртакран планеристсен шкулне вĕренме кĕрет, çулла аэродрома çÿрет. Планеристсен шкулне пĕтерсен Элпине летчика вĕренме илеççĕ. Пĕррехинче вĕсене Советсен çуртĕнче иртекен комсомолецсен облаçри конференцине саламлама стройпа илсе каяççĕ. Командирĕ – чăваш хĕрĕ – летчица Анна Смирнова. Валентина Элпие тĕлĕнмелле хаваслă туйăм çавăрса илет, çунатсăрах вĕçтерет. Çак вăхăт çыравçăн асĕнче яланлăхах юлнă.
Элпи ĕмĕчĕ     Каярахпа В. Элпи республикăра тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцийĕнче вăй хурать.

Слайд 12Малтанхи вăхăтра Элпи пĕчĕккисем çинчен çырма кăмăллать. Çавна шута илсе ăна

хаçат шкулĕнчен вĕренсе тухсан радиокомитета ĕçлеме яраççĕ. Унăн ачасем валли радиопередача тумалла пулать. Çыравçă часах шкул ачисемпе çыхăну пуçарса ярать. Передача янăрать кăна. Анчах янăраса ĕçлеме май килмест, синкерлĕ кунсем килсе çапăнаççĕ.

Элпи пултарулăх çулĕ

1941 çулхи июнь уйĕхĕн 21-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕреççĕ. Вăрçă çынсен пĕтĕм тăнăçлă пурнăçне аркатать. Çамрăксем тăшмана хирĕç çапăçма фронта тухса каяççĕ. Вĕсен хушшинче хĕр-упраç та сахал мар. В. Элпипе пĕрле медтехникумра вĕреннĕ, аэродрома пĕрле чупнă хĕрсем вăрçа каяççĕ. Хĕрарăм-çыравçă та военкомата чупать. Ачаллă-пăчаллă тесе ăна фронта ямаççĕ.

Малтанхи вăхăтра Элпи пĕчĕккисем çинчен çырма кăмăллать. Çавна шута илсе ăна хаçат шкулĕнчен вĕренсе тухсан радиокомитета ĕçлеме

Слайд 13Ача-пăча кĕтесĕ
1952 çулта Элпине каллех радиона чĕнсе илеççĕ. Вăл пионерсемпе шкул

ачисем валли эфира «Хатĕр пул» радиожурнал, октябреноксем валли «Пĕчĕк çеç çăлтăр» передача кăларать.
Элпи вĕсене ачасемпе пĕрле йĕркелет. Çавăнпа та çыравçă пĕчĕккисен пурнăçне лайăх пĕлсе тăрать. Хăйĕнпе ачасем хушшинчи туслăх ăна çырма хавхалантарать. Хĕрарăм журналсенче новеллăсем, инсценировкăсем пичетлесе кăларать.
Кĕçех унăн пĕрремĕш кĕнеки – «Куçса çÿрекен çурт» ятпа тухать. Ăна Мускавра вырăсла куçарса кăлараççĕ.

В. Элпи редактор çамрăк дикторсемпе

Ача-пăча кĕтесĕ1952 çулта Элпине каллех радиона чĕнсе илеççĕ. Вăл пионерсемпе шкул ачисем валли эфира «Хатĕр пул» радиожурнал,

Слайд 14Ачасем валли çырнă кĕнекесем
«Кочующий
домик»
«Этих дней не смолкнет слава»
«Будущие пограничники»
 «Встаньте в

хоровод»

«Морской цветок»

«Смелый пионер»

«Теперь я счастлив»

«Узорчатый мост»


Ачасем валли çырнă кĕнекесем«Кочующий домик»«Этих дней не смолкнет слава»«Будущие пограничники» «Встаньте в хоровод»«Морской цветок» «Смелый пионер»«Теперь я счастлив»«Узорчатый

Слайд 15«Тăрăр вăйă картине»
«Тăрăр вăйă картине» кĕнеке Шупашкарта Чăваш АССР

кĕнеке издательствинче 1964 çулта пичетленсе тухать. Вăл В. Элпи ачасем валли çырнă калавсенчен пĕри, çитĕнекен ăрăва çăткăнлăхран хăтăлма, туслă пурăнма, аслисене пулăшма вĕрентет. Калав геройĕ, Ксей, хăйсен килĕнче пукане театрĕ уçать. Тантăшĕсене вара укçалла çеç кĕртет. Укçипе канфет иле-иле çиет. Пуçĕнче унăн ытларах укçа пухас шухăш çеç. Ксей çапла хăтланни юлташĕсене килĕшмест, тарăхтарать.


«Тăрăр вăйă картине»  «Тăрăр вăйă картине» кĕнеке Шупашкарта Чăваш АССР кĕнеке издательствинче 1964 çулта пичетленсе тухать.

Слайд 16«Куçса çÿрекен çурт»
«Куçса çÿрекен çурт» кĕнеки Мускавра «Детиз» издательствинче 1960 çулта

кун çути курать. Калав тĕп сăнарĕсем – Аркаш, Оля тата Слава. Ачасем колхоз валли чăх чĕпписем ÿстерме шутлаççĕ. Нумай йывăрлăхсем урлă тухма тивет ачасене çак ĕмĕте пурнăçлама.


«Куçса çÿрекен çурт»«Куçса çÿрекен çурт» кĕнеки Мускавра «Детиз» издательствинче 1960 çулта кун çути курать. Калав тĕп сăнарĕсем

Слайд 17 «Эпĕ халь телейлĕ»
Повесть Шупашкарта Чăваш

АССР кĕнеке издательствинче 1963 çулта пичетленет.
Повесть геройĕ – Таник – хăй сисмесĕрех тĕн-тĕшмĕшсен танатине çакланать. Ăна çак хăрушă инкекрен хăвăртрах хăтарас тесе юлташĕсем ывăнма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Çак ĕçе пĕтĕмпех Мария Андреевна учительница йĕркелесе пырать. Вăл вĕрентсе калани ачасемшĕн чăннипех те усăллă: Таника вĕсем часах хăйсем хушшине çавăрса илеççĕ, ăна тĕрĕс çул çине тăратаççĕ.


«Эпĕ халь телейлĕ»    Повесть Шупашкарта Чăваш АССР кĕнеке издательствинче 1963 çулта пичетленет.

Слайд 18
«Аппапа пĕрле»
«Аппапа пĕрле» кĕнеки Шупашкар Чăваш кĕнеке издательствинче 1961

çулта кун çути курать.
«Аппапа пĕрле» калав тĕп сăнарĕсем – Верăпа Толя – аппăшĕпе шăллĕ. Вера мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратать, фермăра ĕçлеме ĕмĕтленет. Анчах та ашшĕ-амăшĕ Верăран артистка тăвасшăн, фермăна çÿренĕшĕн ятлаççĕ.
Килтисене итлемесĕрех, хĕр ача вăтам шкултан вĕренсе тухсан, колхоза сысна фермине ĕçлеме кĕрет. Вера сыснасене юратса пăхать, чирлесен çĕр çывăрмасăр сиплет. Аппăшне шеллесе Толя фермăна пырать. Вăл та çак ĕçе кÿленет, амăшĕнчен вăрттăн сысна çурисене килтен сĕт илсе пырса çитерет. Питĕ тăрашса ĕçлеççĕ фермăра аппăшĕпе шăллĕ.
Часах ачасен хастарлăхĕ çинчен хаçатра та çырса кăлараççĕ. Верăпа Тольăна лайăх ĕçленĕшĕн колхоз пĕр машина тырăпа тата сысна çурипе чыслать. Çакна кура ачасен ашшĕпе амăшĕ те питĕ хĕпĕртеççĕ.
«Аппапа пĕрле»  «Аппапа пĕрле» кĕнеки Шупашкар Чăваш кĕнеке издательствинче 1961 çулта кун çути курать.

Слайд 19Çитĕннисем валли çырнă хайлавсем
Аслă çулти вулакансем валли те сахал

мар çырнă Валентина Элпи. Вулакансене сахал мар роман, повесть, калав пичетлесе савăнтарать. Тĕслĕхрен: «Пулас кинсем», «Йăл кулсан», «Качча кайиччен», «Юратнă мăшăрсăр», «Малтанхи савни» тата ытти кĕнекесене те вулакансем уйрăмах ăшшăн йышăннă.

«Пулас кинсем»

«Малтанхи савни»

«Йăл кулсан»


Çитĕннисем валли çырнă хайлавсем  Аслă çулти вулакансем валли те сахал мар çырнă Валентина Элпи. Вулакансене сахал

Слайд 20«Малтанхи савни»

Элпин «Малтанхи савни» кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче 1977 çулта тухать.

Кĕнеке пĕрремĕш юрату, çамрăксен хутшăнăвне ĕненмелле сăнлать.


«Малтанхи савни»Элпин «Малтанхи савни» кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче 1977 çулта тухать. Кĕнеке пĕрремĕш юрату, çамрăксен хутшăнăвне ĕненмелле

Слайд 21«Пулас кинсем»
Кĕнеке  Шупашкарта, Чăваш кĕнеке

издательствинче, 1989 çулта тухать.
Кĕнекере çырса кăтартнă чăваш хĕрĕсем — Талюнапа унăн тус-тантăшĕсем — çитĕнсе çитнĕ-çитмен фронта тухса каяççĕ. Тăван çĕршывшăн пынă хаяр вăрçă вĕсен шухăш-кăмăлне пиçĕхтерсе çирĕплетет, халăх ирĕклĕхĕшĕн, юратнă çĕршыва хӳтĕлесе хаварассишен темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттереççĕ вĕсем. Хаяр çапăçусенчен киле çĕнтерӳçĕсем пулса таврăннă хĕрсем мирлĕ ĕçе кӳлĕнеççĕ. Тăнăç пурнăçра та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.


«Пулас кинсем»      Кĕнеке  Шупашкарта, Чăваш кĕнеке издательствинче, 1989 çулта тухать.

Слайд 22«Йăл кулсан»
«Йăл кулсан» кĕнеки Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче 1977

çулта пичетленет. Кĕнекене икĕ пысăках мар повĕç тата шкул ачисем валли çырнă калавсем кĕнĕ. «Йăл кулсан» повĕçре тăлăх ачасен - Акукпа Исмалĕн – пурнăçне сăнланă.


«Йăл кулсан»  «Йăл кулсан» кĕнеки Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче 1977 çулта пичетленет. Кĕнекене икĕ пысăках мар

Слайд 23Унăн кĕнеки Америкăна та çитнĕ
1975 çулта Ленинградри М. Е.

Салтыков-Щедрин ячĕллĕ библиотекăран Элпи ячĕпе çыру килет.
Унта çапла çырнă: «На вашу книгу «Невесты» поступила заявка из США».
Вара çыравçă çак кĕнекене ярса парать. Çапла «Пулас кинсем» роман Америкăна та çитет.

Валентина Андреевна!
На вашу книгу «Невесты поступила заявка из США.

Библиотека им. М. Е. Салтыкова-Щедрина,
1975 год.

Унăн кĕнеки Америкăна та çитнĕ  1975 çулта Ленинградри М. Е. Салтыков-Щедрин ячĕллĕ библиотекăран Элпи ячĕпе çыру

Слайд 24Паянхи пурнăçĕ
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 20 ытла

кĕнеке авторĕ, 2 ача амăшĕ, 4 мăнукĕн кукамăшĕ, 7 шăпăрланăн мăн кукамăшĕ Андреева Валентина Андреевна кăçал 100 çул тултарчĕ.
Чăваш çыравçисенчен, журналисчĕсенчен çак ÿсĕме çитекен пулман-ха. Ку пулăм, паллах, историе кĕрсе юлĕ.
Паянхи пурнăçĕ  Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 20 ытла кĕнеке авторĕ, 2 ача амăшĕ, 4

Слайд 25Халăх чĕринче вырăн тупни
Тăван литература анинче ырми-канми вăй хунăшăн Валентина Андреевна

Хисеп грамотине, медальсене тивĕçнĕ.
Валентина Элпи 1940 çултанпа — КПСС членĕ, 1965 çултанпа — СССР ÇП членĕ.
1989 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă .

Валентина Элпи – 100 çулта!

Халăх чĕринче вырăн тупниТăван литература анинче ырми-канми вăй хунăшăн Валентина Андреевна Хисеп грамотине, медальсене тивĕçнĕ.Валентина Элпи 1940 çултанпа

Слайд 26Вĕреннине аса илер-ха!

Вĕреннине аса илер-ха!

Слайд 27В. Элпин пурнăçĕпе пултарулăх тапхăрне мĕнле ушкăнсенче палăртма пулать?

Элпи пĕрремĕш кĕнекине

камсем валли çырать?

Çыравçăн хăш романĕ Америкăра та пичетленет?

Çитĕннисем валли Элпи мĕнле хайлавсем калăплать?

Ача-пăча валли çырнă хайлавсенчен хăшĕсене ас туса юлтăр?

Элпи пионерсемпе шкул ачисем валли мĕнле радиожурнал ертсе пырать?

«Канаш» хаçат редакцийĕнче вăй хунă чухне çыравçăн мĕнле ĕмĕт çуралать?

1. Ыйтусем:


В. Элпин пурнăçĕпе пултарулăх тапхăрне мĕнле ушкăнсенче палăртма пулать?Элпи пĕрремĕш кĕнекине камсем валли çырать?Çыравçăн хăш романĕ Америкăра

Слайд 28Валентина Элпи хайлавĕсем
2. Кластер
«Аппапа пĕрле»
«Пулас кинсем»
«Тăрăр вăйă картине»
«Эпĕ халь телейлĕ»
«Куçса çÿрекен

çурт»

«Тăрăр вăйă картине»

«Йăл кулсан»

«Малтанхи савни»

Валентина Элпи хайлавĕсем2. Кластер«Аппапа пĕрле»«Пулас кинсем»«Тăрăр вăйă картине»«Эпĕ халь телейлĕ»«Куçса çÿрекен çурт»«Тăрăр вăйă картине»«Йăл кулсан»«Малтанхи савни»

Слайд 293. Тест
1) В. Элпи çуралса ÿснĕ вырăн –
Тăвай районĕнчи Кивĕ

Пуянкасси ялĕ;
Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕ;
Елчĕк районĕнчи Вырскасси ялĕ;
Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ.

2) Çыравçăн чăн хушамачĕ –
Валентина Андреевна Иванова;
Валентина Андреевна Андреева;
Валентина Андреевна Григорьева;
Валентина Андреевна Алексеева.

3) Валентина Элпи вĕренме кĕнĕ техникум -
строительство;
медицина;
педагогика;
психологи.
3. Тест1) В. Элпи çуралса ÿснĕ вырăн – Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕ;Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕ;Елчĕк районĕнчи

Слайд 30Тест
1) «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухнехи Элпин ĕмĕчĕ -
врач;

учитель;
летчик;
космонавт.

Элпин октябреноксем валли кăларнă радиопередача -

«Пĕчĕк çеç çăлтăр»;
«Çил çунат»;
«Чĕнтĕрлĕ кĕпер»;
«Хăюллă пионер».

3) Çыравçăн пирвайхи кĕнеки –
«Эпĕ халь телейлĕ»;
«Куçса çÿрекен çурт»;
«Пулас кинсем»;
«Чĕнтĕрлĕ кĕпер».

Элпи Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ
культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă çул -
1999;
1989;
1979;
1969.
Тест1) «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухнехи Элпин ĕмĕчĕ - врач; учитель; летчик; космонавт. Элпин октябреноксем валли кăларнă

Слайд 31Тест
1) «Аппапа пĕрле» калаври Тольăна колхоз панă парне -
телевизор;

машина;
сысна;
пĕр машина тырă.

2) «Аппапа пĕрле» калаври Верăн ĕмĕчĕ -
артистка;
юрăçă;
выльăх тухтăрĕ;
служащи.

3) Толя юратнă сысна çурин ячĕ -
Пăнчăлли;
Мушка;
Хрюшка;
Пĕчĕкки.
Тест1) «Аппапа пĕрле» калаври Тольăна колхоз панă парне - телевизор; машина; сысна; пĕр машина тырă.2) «Аппапа пĕрле»

Слайд 32 «Аппапа пĕрле»
4. Толя тĕрĕс турĕ - и?
- «Иккĕмĕш кунĕнче

тÿсме хал çитмерĕ. Килтен вăрттăн йăпшăнса тухрăм та фермăна çил пек вĕçтертĕм».

- «Анне, аппа каçхи апата киле килеймест. Сĕт кайса çитерем - и ăна?» - тетĕп йăвашшăн.


- «Вера куриччен сахăра чăш! ятăм кĕленчене. Лăкарăм …

«Аппапа пĕрле»4. Толя тĕрĕс турĕ - и? - «Иккĕмĕш кунĕнче тÿсме хал çитмерĕ. Килтен вăрттăн йăпшăнса

Слайд 33«Аппапа пĕрле»

5. Мĕнле ảнланмалла?
«Халăх ырланă хыпар пирĕн пĕтĕм кил

ăш-чиккине çутатса тăрать».

«Атте сăмах чĕнмесĕр чăтаймасть: Ха, кун пек ĕçре те çын хисепе тухать-çке…»

«Аппапа пĕрле» 5. Мĕнле ảнланмалла? «Халăх ырланă хыпар пирĕн пĕтĕм кил ăш-чиккине çутатса тăрать».«Атте сăмах чĕнмесĕр чăтаймасть:

Слайд 34Хамăра тĕрĕслер-и?

Хамăра тĕрĕслер-и?

Слайд 35Тестăн тĕрĕс хуравĕсем

Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕ.
Валентина Андреевна Андреева.
Медицина.
Летчик.
«Пĕчĕк çеç çалтăр».
«Куçса

çÿрекен çурт».
1989 çул.
Сысна.
Выльăх тухтăрĕ.
Пăнчăлли.
Тестăн тĕрĕс хуравĕсем Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕ.Валентина Андреевна Андреева.Медицина.Летчик.«Пĕчĕк çеç çалтăр».«Куçса çÿрекен çурт».1989 çул.Сысна.Выльăх тухтăрĕ. Пăнчăлли.

Слайд 36Тест хуравĕсене хакласси:

«5» – пĕр йăнăш та çук пулсан;
«4» –

1-2 йăнăш;
«3» – 3-4 йăнăш;
«2» – йăнăш шучĕ 4-ран ытла пулсан.
Тест хуравĕсене хакласси: «5» – пĕр йăнăш та çук пулсан;«4» – 1-2 йăнăш;«3» – 3-4 йăнăш;«2» –

Слайд 37Пĕтĕмлетÿ

Тăван литературăна вĕрентнĕ чух проект мелĕпе усă курни

ачасен тимлĕхне, хастарлăхне, тавра курăмне ÿстерет, ачасен тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕнче, тĕрлĕ конкурссенче активлă хутшăнас туйăмсене аталантарма май парать, материала тарăнрах, тĕплĕнрех ăнланма пулăшать. Проект мелĕ ачасене темăна хăвăртрах ăнланса илме, асра тытма, вĕренекенсен логикăлла шухăшлавне аталантарма пулăшать, çавăн пекех учитель ĕçне те чылай çăмăллатать. Çавăнпа та пирĕн курс ĕçĕ усăллă пулĕ тесе шутлатпăр.
Пирĕн çĕнĕрен те çĕнĕ педагогика технологийĕсене алла илсе пымалла, вĕсем ачасен пелÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк утăмсем тума май параççĕ.
Пĕтĕмлетÿ  Тăван литературăна вĕрентнĕ чух проект мелĕпе усă курни ачасен тимлĕхне, хастарлăхне, тавра курăмне ÿстерет, ачасен

Слайд 38Киле ĕç:

Урокра çырса пынă лекци материалне вуламалла.
Ĕçпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене

тупса çырмалла
( 10-ран кая мар).
Киле ĕç: Урокра çырса пынă лекци материалне вуламалла.Ĕçпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене тупса çырмалла ( 10-ран кая мар).

Что такое shareslide.ru?

Это сайт презентаций, где можно хранить и обмениваться своими презентациями, докладами, проектами, шаблонами в формате PowerPoint с другими пользователями. Мы помогаем школьникам, студентам, учителям, преподавателям хранить и обмениваться учебными материалами.


Для правообладателей

Яндекс.Метрика

Обратная связь

Email: Нажмите что бы посмотреть