Слайд 1Чăваш Енри спорт
Презентацие Комсомольски районĕнчи Асанкасси вăтам шкулĕнче
тăван ен культури вĕрентекен Катмакова Людмила Алексеевна хатĕрленĕ
Слайд 2Урок тĕллевĕсем:
Чăваш Енри спорт аталанăвĕпе тата чăваш спортсменĕсемпе паллаштарасси.
Ачасене сывă пурнăç
йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма хавхалантарасси.
Слайд 3
Чăваш Енри спорт аталанăвĕ.
Олимп вăййисен чемпионĕсем.
Чăваш спортсменĕсем – тĕнче чемпионĕсем,
рекордсменĕсем.
Чăваш Ен – спорт вăйлă аталаннă республика.
Урок планĕ
Слайд 4Спорт аталанăвĕ
1908 çулта физкультура урокĕсене Пăрачкаври учительсен семинарийĕнче ирттерме пуçланă, каярахпа
йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнма вĕрентнĕ.
1913 çулта Етĕрнери реальнăй училищĕре йĕтре, диск ывăтма, футболла выляма вĕрентнĕ, çăмăл атлетика урокĕсем ирттерме тытăннă.
1912 çулта Улатăрта Чăваш Енри пĕрремĕш футбол команди – «Вега» команда йĕркеленнĕ.
1912 çулта пуçласа футбол вăййи ирттернĕ.
1914 çулта малтанхи спорт организацийĕ- «Стрела» общество – ĕçлеме пуçланă.
1921 çулта пĕрремĕш чăваш олимпиади иртнĕ, унта 139 хула спортсменĕ хутшăннă. (гимнастика, çăмăл атлетика)
1922 çул – иккĕмĕш олимпиада
Слайд 5Чăваш Енре тĕрлĕ çулта аталанма тытăннă спорт тĕсĕсем:
1908 çулта – гимнастика
1912
çулта – çăмăл атлетика, футбол, теннис
1916 çулта – йĕлтĕр спорчĕ, шывра ишесси
1922 çулта – баскетбол, шахмат
Слайд 61926 çулта Шупашкарта пĕрремĕш стадион хута янă, халĕ вăл «Энергия» ятлă.
1931
çулта республикăра Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем иртнĕ. Унта Норвеги команди хутшăннă. Хăнасем çăмăл атлетика енĕпе çĕнтернĕ, футбол вăййинче 2:5 шутпа выляса янă.
1951 çул – ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раççейри спартакиади. Чăваш Республикин команди 1-мĕш вырăн йышăннă.
1958 çулта Шупашкарта пĕрремĕш спорт залĕ – «Динамо» – ĕçлеме пуçланă.
Слайд 7Олимп вăййисен чемпионĕсем
Олимп вăййисене икĕ пин ытла çул ĕлĕкрех Авалхи Грецира
ирттернĕ. Каярахпа ку юхăм татăлнă: ăна 394 çулта Рим императорĕ Феодосий чарнă имĕш…
1896 çултанпа çакăн пек ăмăртусене тепĕр хут, тăватă çулта пĕрре, ирттерме пуçланă. VI, XII тата XIII олимп вăййисене тĕнче вăрçисене пула ирттереймен.
Раççей команди IV (1908) тата V (1912) Олимп вăййисене хутшăннă. Çакăн хыççăн тепĕр 40 çултан çеç, 1952 çулта, Совет Союзĕ каллех Пĕтĕм тĕнчери спорт ăмăртăвĕсенче – XV Олимп вăййисенче вăй виçнĕ.
Слайд 8Ардалион Игнатьев
Пĕрремĕш олимпиец, Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнчи учитель.
1952 çулта Хельсинкири XV Олимп вăййисенче вăл пьедестал çине хăпарайман. 1956 çулта Мельбурнри XVI Олимп вăййисенче 400 метра чупса бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ардалион Васильевич 13 çул ытла Совет Союзĕн улшăнми рекордсменĕ пулнă, 400 метра 46 çеккунтра чупса тухса Европа рекордне çĕнетнĕ.
(1930-1998)
Слайд 10Валериан Соколов
Ардалион Игнатьев хыççăнхи пирĕн иккĕмĕш олимпиец, бокс енĕпе темиçе хутчен
СССР чемпионĕ, Мехикори çуллахи XIX Олимп вăййисен (1968) чемпионĕ.
Вăл Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ялĕнче çуралнă.
(1946)
Слайд 11Светлана Чиркова
XIX(1968) тата XX (1972) Олимп вăййисенче фехтовани енĕпе чемпион ятне
çĕнсе илнĕ.
Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Тупнер ялĕнче çуралнă. Таллинра (Эстони) пурăннă.
(1945)
Слайд 12Валерий Ярды
(1948-1994)
Велосипед спорчĕн тĕнче тата Раççей чемпионĕ, Мюнхенри çуллахи XX Олимп
вăййисен(1972) чемпионĕ.
Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче çуралнă.
Слайд 13Владимир Воронков
(1944)
Комсомольски районнеКомсомольски районне кĕрекен ТукайКомсомольски районне кĕрекен Тукай ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ Кĕтне Пасар ялĕнче иртнĕ.
Халĕ Мускавра пурăнать.
6 хутчен СССР чемпионĕ (1965-1973), 1970 çулта тĕнче чемпионĕ, 1972 çулта вара Японири Саппоро хулинче хĕллехи Олимпиада чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.
1964 çулта йĕлтĕрпе чупас енпе спорт мастерĕ, 1971 çулта тава тивĕçлĕ СССР спорт мастерĕ ята илнĕ.
1998 çулта ăна Раççей Федерацийĕн вăй-хал культурипе спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята панă.
Слайд 14Николай Колесников
(1952)
Çуллахи XXI
Олимп вăййисенче (1976) йывăр атлетика енĕпе чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Вăл темиçе хутчен тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ.
Слайд 15Виталий Константинов
(1949)
XXI
Олимп вăййисенче классикла мелпе кĕрешсе чемпион ятне илнĕ. Вăл тĕнче, Европа чемпионĕ, темиçе хутчен СССР чемпионĕ.
В. Константинов Ульяновск облаçĕнчи Чартаклă районĕнчи Чăваш Калмаюр ялĕнче çуралнă.
Слайд 16Валентина Егорова
(1964)
XXV Олимп вăййисенче (1992) марафон чуппинче (42 км 195 м
инçĕшне чупни) чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Валентина темиçе хутчен Тĕнче кубокĕн чемпионки, çĕнтерÿçи пулнă. 1996 çулти олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнать.
Вăл Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă.
Слайд 17Елена Николаева
(1966)
Атлантăра иртнĕ XXVI Олимп вăййисенче (1996) хăвăрт утас енĕпе чемпион
пулнă. 1992 çулти Барселонăри олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнать. Елена РСФСРти халăхсен Спартакиадин çĕнтерÿçи, темиçе хутчен Раççей чемпионки, Европа тата Тĕнче рекордсменки.
Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче çуралнă.
Слайд 18Хăвăрт утасси
Алина Иванова
Александра Григорьева
(Деверинская)
Слайд 19 Олимпиада Иванова
Владимир Андреев
Слайд 21Çăмăл атлетика
Николай Пуклаков
Ольга
Егорова
Слайд 22
Людмила Петрова
Светлана Захарова
Слайд 23
Наталья Шеходанова
Лидия Григорьева
Слайд 24Ухăпа пересси
Ирина Солдатова
Юрий Леонтьев
Слайд 25Парашют спорчĕ
Майя Костина
Василий Коротков
Слайд 26Чăваш кĕрешÿçисем
Валерий Львов
БОКС
Валерий
Лаптев
Слайд 27 Владимир Мельник
БОКС
КИКБОКСИНГ
Алексей Соловьев
Слайд 28Ирĕклĕ кĕрешÿ
Сергей Корнилаев
Самбо
Станислав Васильев
Слайд 29Кире пуканĕ йăтасси
Борис Глинкин
Любовь Эллина
Слайд 30Йывăр атлетика
Валерий Андреев
Сергей Завьялов
Биатлон
Слайд 31Йĕлтĕр спорчĕ
Вера Чернова
Дина
Григорьева
Слайд 32Сăрт-ту велокросĕ (маунтинбайк)
Надежда Пашкова
Ирина Калентьева
Слайд 33Юрий Ильин
Пĕрремĕш группăри инвалид йĕлтĕр çунапа ăмăртса 10 хутчен
Раççей чемпионĕ ята çĕнсе илме пултарнă.
Слайд 34 Хăвăрт утас енĕпе
Хăвăрт утас енĕпе
Европăри V кубок талисманĕ Европăри V кубок эмблеми
2003 çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Европăри V кубок иртрĕ. Пирĕн хулана 23 çĕр-шыв спортсменĕсем килсе çитнĕ.
Слайд 352008 çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Пĕтĕм тĕнчери XXIII
кубок иртрĕ.
Хăвăрт утас енĕпе Пĕтĕм Хăвăрт утас енĕпе Пĕтĕм
тĕнчери XXIII кубок талисманĕ тĕнчери XXIII кубок эмблеми