Слайд 1Чунра шăраннă юрăсем вилмеççĕ…
Александр
Сергеевич Сергеева –
80 çул
Слайд 2
Савăнар-и, тăвансем, халь-хаççăн.
Асилсе Ямаш каччи çинчен.
Юррисем ун пирĕнпе утаççĕ.
Çак ялта вăй-хал
илсе куллен.
Мăн çырма та, таврари уйсем те
Мухтанаççĕ мар-и унпала!
Çак ăшă пулăм юлĕ пирĕнпе те
Юлĕ хăй те вăл халăхпала…
Слайд 3
Ямаш тăрăхĕ халăхăмăра
сахал мар паллă çын парнеленĕ.
Яковлевпа пĕрле чǎваш
алфавичĕпе букварĕ пирки ĕçленĕ, вǎл тǎрǎшнипе вуншар шкул, çавǎн пекех учительсем хатĕрлекен классем уçнǎ, нумай çыру ĕçĕ çырнǎ – Даниил Филимонович Филимонов.
Ачасен юратнǎ писателĕ - Куçма Чулкаç;
Совет Союзĕн Геройĕ - Ижутов Николай Степанович;
Педагог, учитель, композитор, дирижер – Александр Сергеевич Сергеев.
Чăваш халăх артистки, паллă юрăç, мыскараçă, тамада - Елена Васильевна Иовлева.
Слайд 4Ямаш çăлтăрĕ
Наци искусствинче Александр Сергеевăн çут çăлтăрĕ ытти çутă
çăлтăрсенчен çутăрах, хăватлăрах ялкăшать. Ямаш тăрăхĕнче пурăнакан тăванĕсене, чăваш çĕрĕн пултаруллă халăхне, яш-кĕрĕмне вăй-хал парса, çул кăтартса, пурнăçа юратма, пурнăçăмăрта çирĕп утăмсем туса пыма хавхалантарать.
Слайд 5Сергеевăн ачалăхĕ
Александр Сергеев Çĕрпӱ районне кĕрекен Ямаш ялĕнче кун çути курнă,
нумай ачаллă çемьере ӱссе çитĕннĕ.
Слайд 6Ашшĕ – Сергей Павлович Павлов, халăх учителĕ пулнă;
Амăшĕ – Наталия Фоминична,
колхозра ĕçленĕ;
Ачисем:
Дмитрий
Елизавета
Нонна
Константин
Александр
Георгий
Николай
Лидия
Йышлă çемьере пурте купăс е баян калама пĕлнĕ.
Слайд 7Дмитрий
Сергеевич Сергеев
Кемерево облаçĕнчи шкулсенче 40 çул ытла вăй хунă,
вĕсенчен
20-мĕшне директор пулса ĕçленĕ.
Слайд 8Елизавета Сергеевна
Вăрмар районĕнчи Аслă Чакра учитель пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ.
Ᾰста
купăсçă пулнă, ялĕнче хор йĕркеленĕ.
Слайд 9Нонна Сергеевна
Вăрмар районĕнчи Ыхра Çырми шкулĕнче учитель пулса
ĕçленĕ.
Слайд 10Константин
Сергеевич Сергеев
Краснодар крайĕнчи шкулсенче 38 çул хушши ĕçленĕ, вĕсенчен 18
çул ытла шкул коллективĕсене ертсе пынă.
Слайд 11Александр Сергеевич
Нумай çул хушши шкулта ĕçленĕ, ачасене музыка
предмечĕпе пĕлӱ панă: педагог, учитель, композитор, дирижер.
Слайд 12Георгий, Николай, Лидия тăван ялĕнче колхозра вăй хунă.
Слайд 13Вĕреннĕ самантсем
Санька, çапла чĕннĕ ăна ача чухне, ачаллах купăс
калама ăста пулнă. Ялти шкула пĕтерсен14 çулхи арçын ача Çĕрпӱри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Тĕрлĕ енлĕ аталанать вăл унта: тĕрлĕ инструментсем çинче выляма вĕренет, училищĕри оркестра çӱрет, концертсенче хор дирижерĕ пулса хутшăнать.
Слайд 14 Çар уран чупса, Ямаш çĕрĕ çинче вăй илнĕскер,
шăпчăк сассипе ун юррине мĕн ирччен итлесе хăйĕн чунĕнче пултарулăх çуратнăскер, илемлĕ, халăх чунне тыткăнлама пултаракан юрăсем çуратнă вăл.
Слайд 15Уйрăлми туссем
Çĕрпӱре вĕреннĕ чухне Сергеев Юрий Плотниковпа паллашать. Нумай
та вăхăт иртмест, пĕрле юрăсем çырма тытăнаççĕ. Малтанах вĕсем вырăсла юрăсем çыраççĕ. Уйрăмах «Самая счастливая»; «Лагерный вальс»; «Силы утрой, Тракторострой!» юрăсене хапăлласа йышăнаççĕ.
Слайд 16Александр Çара кайсан та купăса алран яман – çар чаçĕн оркестр
дирижерĕн çумĕ пулать.
Слайд 17 Сергеев шăпах юрăсем çырма Совет Çарĕнче
службăра тăнă чухне пуçланă та. Унăн пултарулăхне чи малтан Украинăри паллă композитор Платон Майборода асăрханă та çамрăк композитора малашне те ăнăçлă ĕçлеме, тăван чăваш халăхне çепĕç юрă-кĕвĕпе савăнтарма ырă суннă. Чăн та, вăхăт кăтартрĕ: хайĕн ăсталăхне халăхăмăр умне кăларчĕ, юрă-кĕвĕ унăн пурнăçĕ, юратăвĕ пулнине ĕнентерчĕ.
Украинăри паллă композитор Платон Майборода
Слайд 18 Ю.Плотниковпа «çуратнă» «Лар, аннеçĕм юнашар» юрăн кун-çулĕ пархатарлă
пулса тухнă. Юрра халăх хапăлласа йышăнчĕ. Клара Чекушкинăпа Зоя Лисицина юрланине радио передачисенче паянхи кун та илтме пулать.
Зоя Лисицина
Слайд 19Хăйне евĕр пултарулăх
Çулсем иртнĕ май композитор хайĕн пултарулăхне
аталантарса пырать. Ᾰста композиторсемпе час-часах канашлать. Ᾰс пухать. Çавна пула унăн чĕрене хумхантаракан юрри-кĕввисене республикăри ĕççыннисем юратсах йышăнаççĕ.
Слайд 20 1967 çулта Чăвашрадио ирттернĕ чи лайăх
юрăсен конкурсĕнче А.Сергеев çырнă «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем» юрă пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Сергеев Валентин Урташпа уйрăлми туссем пулнă. Нумай юрра пĕрле хайланă
Слайд 21 Александр Сергеев Валентин Урташпа çывăх, шанчăклă туссем пулнă.
Валентин Урташ поэтпа та тачă çыхăнса ĕçленĕ вăл. Поэтпа композитор питĕ туслă пулнă. Вилессе те Валентин Урташ Александр Сергеев аллинчех вилсе кайнă. Вĕсен «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ…», «Пĕрре курсах саврăм-ши?», «Юрламасăр чун чăтмасть», «Шупашкар хĕрĕсем», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Эп ялан вунçиччĕре», «Кăмăлăрсем ылтăн пулнăран» юррисене халăх юратса йышăннă.
Слайд 23 Совет халăхĕ фашистла Германие çапса аркатни 40 çул çитнĕ
ятпа Чăваш АССР композиторсен Союзĕпе хор обществи çарпа патриотизм темипе çырнă массăллă юрăсен конкурсĕнче Александр Сергеевăн «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» юрри иккĕмĕш преми илме тивĕçлĕ пулнă.
Слайд 24 Çамрăк композитор юррисем Чăвашрадио ирттернĕ ытти конкурссенче те
чи малти вырăна тухнă:
1980 çулта «Лар, аннеçĕм, юнашар»,
1982 – «Шăматкун каçхине» юрăсем.
Пирĕн республикăра ку юрăсене пĕлмен, юрламан, юратман çын çук та пулĕ.
Слайд 25
А.Сергеев Чăвашсен çамрăк
театрĕпе питĕ килĕштерсе ĕçленĕ. Кунта вăл «Тавах , аннеçĕм» «Типшар», «Атăл куçĕ», «Сар ачапа сарă хĕр» спектакльсем валли чуна тивмелле юрăсем çырнă.
Чăваш академи драма театрĕ те унпа çыхăну тытнă. «Салтак амăшĕ», «Пушар лаши» спектакльсенче вăл кĕвĕленĕ юрăсем янăранă, кашни кураканăн кăмăлне туллин çĕкленĕ.
Слайд 26 Сергеев юррисен тематики пуян та тĕрлĕ енлĕ. Гражданла лирика,
тăван ен илемĕ, юрату асамлăхĕ, атте-анне пехилленĕ пархатар. А.Сергеевăн кĕввисем чăваш халăхăн чунĕнчен шăранса тухнă. Акă мĕн аса илет композиторпа тачă çыхăнса ĕçленĕ Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров.
Слайд 27 1986-мĕш çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Лар,
аннеçĕм, юнашар» лирикăлла юррисен пуххи 2500 экземблярпа пичетленсе тухать. Магазинсенче тусанланса выртман вăл – хăварт сутăнса пĕтнĕ.
Слайд 29
2003 çулта композиторăн пурнăçĕпе пултарулăх çул-йĕрне халалланă «Чунра шăраннă юрăсем»
кĕнеке
кун çути курчĕ.
Гридăпа Алевтина Порфирьевсем
Слайд 30 А.Сергеев çырнă юрăсем халăх хушшинче çав
тери хăвăрт сарăлаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче халăх чĕрине тыткăнлакан кĕвĕ çепĕçлĕхĕ. Çав кĕвĕсем ĕлĕкренех юратса юрлакан юрăсене аса илтереççĕ, вĕсемпе тачă çыхăнса тăраççĕ, ĕмĕрлĕхех ăшра юлаççĕ.
Слайд 31 Кашни çулах кĕркунне Александр Сергеев тăван яла ентешĕсемпе тĕл
пулма васканă. Паллах, тăван шкула кĕмесĕр, вĕрентекенсемпе, ачасемпе тĕл пулмасăр нихăçан та кайман. Халĕ те асрах, кĕсьерен хут татки кăларчĕ те вулама пуçларĕ…
Слайд 32
Астан кайми тăван тавралăх,
Ытарайми тăван кĕтес.
Ᾰçта кăна çитсе
курмарăм,
Ялан мана кĕтетĕн эс.
Ял варринче çуралнă килĕм,
Йăмра пуç тайĕ ун енне.
Кунта куççульлĕ хурлăх килнĕ,
Кĕтмест текех мана анне…
Салам сана, тăван ял-йышăм,
Салам, юратнă тус-тăван.
Çак салама, тархасшăн, йышăн
Шупашкарти ывăлунтан.
Çамрăк ăру вылятăр, култăр,
Тăван яла нихçан манмас.
Манран парне çак юрă пултăр,
Çуралнă ял – тăван Ямаш.
Шел, сак йĕркесене юрра хывса ĕлкĕреймерĕ ямашсен мухтавлă ывăлĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Александр Сергеев…
Слайд 33
Хисеплĕ тăванăмăрсем, ентешĕмĕрсем.
Паянхи тĕл пулу каçăн кĕске саманчĕ, уйрăлу саманчĕ çитрĕ те. Эпир сирĕнпе паян паха ĕç турăмăр. Хамăр ентешĕмĕре асăнса ун юррисене хамăр чĕресене хыврăмăр. Сергеев хăй пурăннă чух тăван ялĕнче хор йĕркелеме ĕмĕтленнĕ. Эпĕ шутлатăп, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Ямаш ялĕнче чăнах та «Ямаш» фольклор ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Вĕсене пĕлеççĕ, кĕтеççĕ. Апла Сергеев «пурăнать»…
Слайд 34 Çак композитор, А.С.Сергеев çырнă юрăсем халăхра нихăçан та
ан пĕтчĕр, ун вырăнне çамрăк композиторсем çуралччĕр. Çавăн пекех пирĕн чăваш çĕр-шывĕ, Ямаш çĕрĕ чечеклентĕр, чăваш тĕрри тĕрĕлентĕр, чăваш чунĕ пуянлантăр, пахалантăр, пирĕн вăй çирĕплентĕр, ӱстĕр. Чăваш çыннийĕ, чăваш халăхĕ иксĕлми телейпе малалла аталантăр.
Слайд 35«Ыр çын вилсен ыр ят юлать»,-тесе
Каланă ахальтен-и пирĕн халăх?
Эс ун асне
ĕмĕрлĕхе кĕрсе
Вырнаçрăн кирек кам та ăмсанмалăх.
Эс пурнатăн тĕнчемĕре савса.
Кашни кĕвву ейӱ пек ирĕк, аслă,
Ача кулли пек, е хăш чух мăнаçлă,-
Хăв тӱснине йăлт патăн тавăрса.
Шăпа тени çапла çав çыраканшăн:
Пурсăмăра пурнать хавал парса.
Кĕрешрĕн пĕрмаях эс ăраскалшăн.
Эппин, яту сан сумлă та таса.
Чунра шăраннă юррусем вилмеççĕ,
Шанатăп: кивелмеççĕ нихăçан.
Вĕсем пире ырра савма чĕнеççĕ,
Чĕнеççĕ юратмашкăн пурнăçа.
Николай Кушманов
Паянхи çак уява йĕркелекенсене тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн патне çакăнта, Ямаш çĕрне килме хăйсен чунри пуянлăхне пире парнелеме, ăшă сăмахсемпе пирĕн ентеш çинчен калама çакăнта çити хăйсен юрри-кĕввипе килнĕ артистсене тав тăвас килет.. Çулусем такăр пулччăр. Тавах сире ырă кăмăлусемшĕн.
Слайд 37
Презентаци авторĕ:
Ираида Николаевна Филимонова
Александр
Сергеевич Сергеева - 80 çул