Слайд 1Чăваш
кил-йышĕ
Презентацие Комсомольски районĕнчи Асанкасси вăтам шкулĕнче тăван ен
культури вĕрентекен Катмакова Людмила Алексеевна хатĕрленĕ
Слайд 2Урок тĕллевĕсем:
Хальхи ача-пăчана хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен пурнăçне
ăнланса илме пулăшасси, халăх культурипе пурнăç уйрăлми çыхăнса тăнине кăтартасси;
Кил-йыша, ашшĕ-амăшне, ватăсене, тăвансене чунтан-чĕререн хисеплеме вĕрентесси;
Харпăр хăй кил-йышне, ашшĕ-амăшне, йăхне-несĕлне, тăван çĕр-шывне, халăх йăли-йĕркине чунтан парăнма вĕрентесси;
Тăван тата ытти халăхсен культурине пĕлме хистесси.
Слайд 3Урок эпиграфĕ:
Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл – халăх чаракĕ,
патшалăх чаракĕ.
Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр.
(И.Я.Яковлев)
Слайд 4 Пирĕн несĕлсен шухăшĕпе,
кашни çыннăн хай пурăннă
чухне икĕ
пысăк пĕлтерĕшлĕ
ĕç тумалла:
-ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхмалла;
-хăй хыççăн хисепе
тивĕçлĕ ачасем пăхса
ÿстерсе хăвармалла.
Слайд 5Чăваш
кил-йышĕ
Аслашшĕ-асламăшĕ
Ашшĕ-амăшĕ
Ачисем
Слайд 6Анне, апи, амăш чăвашсемшĕн
таса, сăваплă сăмахсем.
Анне – кил ăшши.
Анне ăшши
пурне те çитет.
Анне кăмăлĕ - çемçе кăмăл.
Аннерен çывăх тăван çук.
Амăшĕ умĕнчи тивĕçĕ çинчен чăвашсем çапла каланă: «Аннÿне кашни кун хăвăн ывăç тупанĕ çинче пĕçернĕ икерчĕпе хăналасан та вăл хăвна ырă тунине, унăн ĕçне хăвăн ĕçÿпе тÿлесе татаймастăн».
Слайд 7Ĕлĕк чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă, хĕрарăма кая хурасси
пулман.
Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне хисепленĕ, питĕ сайра çеç
уйрăлнă.
Ват çынсем çапла каланă:
«Ар çын – кил патши,
хĕрарăм –кил турри».
Слайд 8
Çемьен тĕп тĕллевĕ –
ача-пăча пăхса ÿстересси.
Арçын ача
çуралсан та, хĕр ача çуралсан та савăннă. Турăран нумай ача пама ыйтса каланă кĕлĕре те ывăл-хĕр тесе асăннă.
.
Слайд 9 Ачасене пăхса ÿстерес ĕçре аслашшĕ- асламăшсен тÿпи пысăк пулнă. Качча тухнă
хĕр упăшки килĕнче пурăнма пуçланă. Çавăнпа ачасем çемьере ашшĕ-амăшĕпе тата аслашшĕ-асламăшĕпе пĕрле пурăннă. Кил-йышра пур ыйтăва та пĕр-пĕринпе канашласа татса панă, ваттисем каланине яланах итленĕ. Килти ĕçсене аслă хĕрарăм, ытти ĕçсене аслă ар çын йĕркелесе пынă.
Слайд 10Çемье пурнăçĕнчи пĕр кун
Çемьен ĕç кунĕ ирхине ирех – хĕлле
4-5 сехетре, çуллахи вăхăтра тата иртерех, шурăмпуçпех, пуçланнă. Малтан çитĕннисем вăраннă, çăвăннă та ĕçе тытăннă.
Хĕрарăмсем: Ар çынсем картишĕнче ĕçленĕ:
кăмака хутнă; выльăх-чĕрлĕхе апат панă;
çăкăр пĕçернĕ; кил картинче тасатнă;
ĕне сунă; садра, пахчара ĕçленĕ;
апат хатĕрленĕ; вутă çурнă.
шыв ăсса килнĕ.
Аслăрах ачасем маларах тăрса ашшĕ-амăшне
пулăшнă, кĕçĕннисем каярах вăраннă.
Кăнтăрла тĕлĕнче кил-йыш сĕтел хушшине ларса апатланнă. Кăнтăр апачĕ хыççăн каллех пурте ĕçе тытăннă. Чи ваттисем çеç кăштах выртса канса илме пултарнă.
Слайд 11
Каçхине каллех кил-йыш пĕрле апатланнă. Çумăрлă е шартлама сивĕ çанталăкра каçхи
апат çинĕ хыççăн пÿртре ĕçленĕ.
Ар çынсем: Хĕрарăмсем:
çăпата тунă; çип арланă;
вĕрен-кантра явнă. çĕленĕ;
пĕчĕк ачисене пăхнă.
Ытти ачисем аслашшĕ-асламăшĕ çумне канлĕн вырнаçса ларнă та авалхи юмахсем тата пулни-иртни çинчен каласа панисене итленĕ.
Аслăраххисем хăйсен юлташĕсем патне
улах ларма тухса кайнă.
Чи пĕчĕккине сăпкана çывăрма вырттарнă, ыттисем сак е кăмака çине, аслашшĕ-асламăшĕ çумне кĕрсе выртнă.
Слайд 12Ыйту –хурав
1)Хальхи вăхăтра чăваш кил-йышĕ миçе сыпăкран тăрать?
2)Сирĕн килте аçу-аннÿсем, аслаçу-асаннÿсем
мĕнле ĕçсем тăваççĕ? Эсир аслисене мĕнле пулăшатăр?
3)Сирĕн çемьере ĕç кунĕ миçере пуçланать?
4)Каçсерен эсир пурте пĕрле пуçтарăнсан вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
Слайд 13Кану саманчĕ (физкультминутка).
Ача-пăча вăййи. «Ят пĕлмелле»
Вăйă картинче пĕр ача ларать.
Вăйă карти юрласа çаврăнать:
Ларать, ларать, (ача ячĕ) ларать
Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче, шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.
Çиет,çиет (ача ячĕ)çиет
Шĕшкĕн сарă мăйăрне, шĕшкĕн сарă мăйăрне.
Вăхăт çитсен т(ă)рас пулать,
Ятне т(ĕ)рĕс калас пулать.
Юрласа пĕтерсен çаврăнма чарăнаççĕ. Юрлакансенчен пĕри хыçалтан пырса ачан куçне хуплать. Кам хупланин ятне тĕрĕс каламалла.
Слайд 14Ыйту –хурав
Эсир чăваш чĕлхисĕр пуçне тата мĕнле
чĕлхесем пĕлетĕр?
2) Сире вырăс халăхĕн культури кăсăклантарать-и?
Слайд 15Словарь ĕçĕ:
Иерархия – кĕçĕннисем аслисене пăхăнса тăмалли йĕрке
Деспотизм – хĕсĕрлемелли йĕрке
Пасынок
– амаçури ывăл, тăван мар ывăл
Падчерица – амаçури хĕр, тăван мар хĕр
Невестка: сноха – кин (ывăл арăмĕ, шăллăм арăмĕ)
Свекорь – хуняçа, пăятам (упăшка ашшĕ)
Свекровь – хуняма, пăянам (упăшка амăшĕ)
Тесть – хуньăм, пăятам (арăм ашшĕ)
Тёща - хуняма, пăянам (арăм амăшĕ)
Зять – кĕрÿ (хĕрĕн упăшки, йăмăк упăшки)
Свояченица – хĕр пултăр (арăм йăмăкĕ)
Деверь – ывăл пултăр: ывăлсем (упăшка шăллĕ)
Шурин – пултăр (арăм шăллĕ)
Золовка – аппа (упăшка аппăшĕ)
Слайд 17Вырăс çемйи 4 сыпăклă та пулма пултарнă. Çемьере килĕштерсе пурăнма тăрăшнă:
пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлнĕ. Вăрçасси, кĕвĕçесси çылăх тесе шутланă. Пур ĕçе те пĕрле канашласа тунă. Кÿршĕсемпе те килĕштерсе пурăннă.
Слайд 18Вырăс çемйинче чи аслă ар çын хуçа пулнă. Вăл аслашшĕ е
аслă ывăлĕ пулнă. Ачисем ашшĕпе амăшне, арăмĕ упăшкине итленĕ,
хисепленĕ, пĕр-пĕрне хĕсĕрлемен.
Слайд 19Çемьери чи аслă ар çын – килте тата хуçалăхра хуçа пулнă.
Вăл ывăлĕсемпе пĕрле хуçалăхри ĕçсене тунă. Кил хуçи сăмахне пурте итленĕ, мĕн хушнине пурнăçланă.
Слайд 20
Вырăс çемйинче хĕрарăм тата ар çын ĕçĕсем
уйрăм пулнă. Аслă
хĕрарăм
кил-çуртри
ĕçсене йĕркелесе пынă. Ачасене пăхса ÿстересси, выльăх-чĕрлĕхе пăхасси, кĕпе-тумтир çĕлесси, çăвасси – хĕрарăм ĕçĕ шутланнă. Хĕр ачасем
ÿссе çитĕннĕ май амăшне пулăшнă.
Слайд 21Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне тĕрлĕрен чĕннĕ. Чи çывăх тăвансем – аслашшĕ-асламăшĕсемпе кукашшĕ
-кукамăшĕсем, ашшĕпе-амăшĕ, пиччĕшсемпе аппăшĕсем, йăмăкĕсемпе шăллĕсем, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем пулнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă.
Слайд 22
Çирĕплетÿ
Вырăс тата чăваш çемйисенче мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем куртăр?
Слайд 231.Панă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса çырса хурăр: аслашшĕ, ашшĕ, ывăл ача, хĕр
ача,асламăшĕ, амăшĕ.
Слайд 252.Чăвашла тĕрĕс куçарăр.
Бабушка(со стороны матери) -
Внук –
Дедушка(со стороны отца) –
Свекровь
–
Сноха –
Младшая сестра –
Зять –
Тёща –
Слайд 26Бабушка(со стороны матери) – кукамай
Внук – мăнук
Дедушка(со стороны отца) – асатте
Свекровь
– хуняма, пăянам (упăшка амăшĕ)
Сноха – кин (ывăл арăмĕ, шăллăм арăмĕ)
Младшая сестра – йăмăк
Зять – кĕрÿ (хĕрĕн упăшки, йăмăк упăшки)
Тёща – хуняма, пăянам (арăм амăшĕ)
Слайд 273.Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр.
А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана ___________кирлĕ.
Ă) ___________
ÿстересси чăх-чĕп ÿстерни мар.
Б) ____________ хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
В)____________ ăс памасăр ĕç ăнмасть.
Г)Ватăпа ________ пул, çамрăкпа __________ пул.
Усă курмалли сăмахсем: çамрăк, аçупа аннÿне, ватти, сăпка, ача-пăча, ватă.
Слайд 28
А) Ватта туя кирлĕ, пĕчĕк ачана сăпка кирлĕ.
Ă) Ача-пăча ÿстересси чăх-чĕп
ÿстерни мар.
Б) Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
В) Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.
Г)Ватăпа ватă пул, çамрăкпа çамрăк пул.
Слайд 29
«Ăслă ача» юмах
Мĕншĕн юмаха «Ăслă ача» тесе ят панă?
Ашшĕ пурнăçĕнче
мĕнле йăнăш туса хума пултаратчĕ?
Сире аçу-аннÿсем ваттисене хисеплеме вĕрентеççĕ-и? Мĕнле?
Слайд 30
Киле ĕç:
14-мĕш § вуламалла;
ĕç тетрадĕнчи 32 стр. ĕçсене пурнăçламалла.